Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Тăриллĕк тăрна


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Пĕр тарăн варта пĕр ватă тăрна пурăнать, тет. Хăйăр çиет, тет те, шыв ĕçет, тет, хăйар çиет, тет те, шыв ĕçет, тет. Çӳллĕ ту çине хăпарать, тет те, калл хăсса кăларать, тет, çӳллĕ миçĕт тăвать лартать, тет. Вăйлă çумăр килет, тет те, ишелтерет антарать, тет, миçĕте. Калл шуса анать, тет, хайхи хăйăр купи тарăн варалла.
    Тăрна тарăн вара анать, тет те, хайăр çиет, тет. Хăйăр çиет, тет те, шыв ĕçет, тет, шыв ĕçет, тет те, хăйăр çиет, тет. Каллех çӳллĕ ту çине хăпарать, тет. Хăпарать, тет те, калл хăсса кăларать, тет, çӳллĕ миçĕт тăвать хуратъ, тет. Вăйлă çумăр килет, тет те, ишĕлтерет антарать, тет, миçĕте. Калл шуса анать, тет, хайхи хăйăр купи тарăн варалла...
    Тăрна тарăн вара анать, тет те, хăйăр çиет, тет. Хăйăр çиет, тет те, шыв ĕçет, тет, шыв ĕçет, тет те, хăйăр çиет, тет. Каллех çӳллĕ ту çине хăпарать, тет. Хăпарать, тет те, калл хăсса кăларатъ, тет, çӳллĕ миçĕт тăвать хурать, тет. Вăйлă çумăр килет, тет те, ишĕлтерет антарать, тет, миçĕте. Калл шуса анать, тет, хайхи хăйăр купи тарăн варалла...


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки